Сфумато

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мона Лизан пичĕ, куçĕсен патĕнчи мĕлкесем сфумато мелĕн тĕслĕхĕ пулаççĕ

Сфумато (итал. sfumato — çемçен сăтăрса ÿкерни, тÿррен куçарсан — тĕтĕм е тĕтре ирĕлни) — сăрă ÿнерĕнче кÿлепесемпе япаласен хĕррисене йĕрленине çемçетсе сăнарлани. Ку вĕсен таврари сывлăша пурнăçри пек кăтартма май парать.

Сфумато мелне Леонардо да Винчи шутласа кăларнă тата хăйĕн пултарулăхĕнче усă курнă.

2010-мĕш çулта ку меслете Филип Уолтер ăсчахпа унăн ĕçри юлташĕсем Леонардон темиçĕ ÿнер хайлавне, çав шутра «Мона Лиза»на та рентген хăвачĕпе тĕпченĕ. Рентген пайăрки ÿнер хайлавне пăсмасăр сăрăсемпе ÿнер мелне тĕпчеме май парать. Çапла вара, Леонардо да Винчи был çав тĕриех çÿхен ÿкернĕ иккен, пĕр сăрă çÿллĕшĕ пĕтĕмпе те пĕр-икĕ микрон çех пулнă, пĕтĕмĕшле илнĕ сăрăсен хулăнăшĕ 30-40 микрон пулни уçăлнă. Тĕпчевçĕсем хăма çинче пĕр сăрă сĕрнин йĕрĕ е пÿрне хăварнă пĕр йĕр те юлманнине палăртнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Hall, Marcia (1994). Color and Meaning: Practice and Theory in Renaissance Painting. Cambridge University Press. ISBN 978-0-521-45733-0.
  • Earls, Irene (1987). Renaissance Art: A Topical Dictionary. Greenwood Press. p. 263. ISBN 0-313-24658-0.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]